Ял хуҫалӑхӗ
![]() «Ренова» компанисен ушкӑнӗ Чӑваш Енре теплица комплексӗ тӑвасшӑн. Килӗшӗве ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата компани ушкӑнӗн ертӳҫи Виктор Вексельберг ҫитес эренере Сочире иртекен экономика канашлӑвӗнче алӑ пусӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Сочири канашлу нарӑс уйӑхӗн 27–28-мӗшӗсенче иртӗ. Шӑпах ҫавӑнта Михаил Игнатьевпа Виктор Вексельберг инвестици проектне хута ярасси пирки килӗшӗве алӑ пусӗҫ. Аса илтерер: итальянсем те пирӗн республикӑра теплица комплексӗ хута ярасшӑн. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш агрохолдингӗн ҫӗнӗ хуҫа пулӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкар район пуҫлӑхӗпе тӗл пулнӑ. «Юрма» хуҫи улшӑнасси пирки ҫавӑн чухне тепӗр хут пӗлтернӗ. Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, Владимир Ермолаев «Юрма» агрохолдинга сутма шут тытнӑ. «Ӗҫ коллективӗнче социаллӑ йывӑрлӑх пулмалла мар. Хуҫа улшӑнать, анчах предприяти ӗҫӗ ҫавах юлать», — тенӗ Элтепер. Компание Тутарстанри «Агросила» ял хуҫалӑх холдингне сутӗҫ. Михаил Игнатьев ЧР Правительстви лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрассине пӗлтернӗ. Аса илтеретпӗр, «Юрма» чӑх-чӗп хапрӑкне тутарсене сутасси пирки маларах та пӗлтернӗччӗ, кун пирки сас-хура Инвестици климатне лайӑхлатассипе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче Михаил Васильевич каланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Хӑмли-хӑмли, чӑваш хӑмли Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ ӗнер Мускава кайнӑ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинче икӗ кун пулнӑ вӑхӑтра вӑл РФ Ял хуҫалӑх министерствин департаменчӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулса тӗрлӗ ыйтӑва хускатать. Экономика тата АПКна патшалӑх енчен пулӑшу кӳрекен департамент пуҫлӑхӗпе Наталия Чернецовапа укҫа пирки калаҫнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, пирӗн региона ҫӑмӑллӑхлӑ кредит валли тупра ытларах уйӑрас ыйтӑва хускатнӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, кун пирки малтанласа калаҫса татӑлнӑ. Ӳсен-тӑран, механизаци, химизаци тата ӳсен-тӑрана хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен департамент пуҫлӑхӗпе Петр Чекмаревпа хӑмла отраслӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ. Ку тӗллевпе республика хыснинче кӑҫал укҫа-тенкӗ ытларах уйӑрнӑ. Хӑмла ӳстерессипе хатӗрленӗ программӑна федералсем ырлассине тата укҫа-тенкӗ енчен пулӑшассине шаннине те систернӗ Сергей Артамонов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Владимир Ермолаев усламҫӑ укҫа шутлама пӗлет Шупашкар районӗнчи Лапсарта вырнаҫнӑ «Юрма» предприятие унӑн хуҫи, Владимир Ермолаев усламҫӑ, сутса ярасшӑн. Кун пирки Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инвестици климатне лайӑхлатассипе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Экспертсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кайӑк-кӗшӗк ӗрчетекен предприятие ярӑнтарни вӑл хупӑнассине, ҫынсем ӗҫсӗр тӑрса юлассине пӗлтермест. Владимир Ермолаевӑн аллинче пулнӑ услама Тутарстанри «Агросила» компани илме пултарать-мӗн. Кӳршӗллӗ регионти ҫав предприяти ӑнӑҫлӑ ӗҫлет тесе калаҫҫӗ. Шупашкар районӗнчи тепӗр чӑх-чӗп хапрӑкӗпе вара уҫӑмлӑх сахалтарах. Аса илтерер, унти «Чӑваш бройлерӗ» обществӑна панкрута кӑларасшӑн. Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ «Корма и концентраты» (чӑв. Выльӑх апачӗ тата концентрат) тулли мар яваплӑ обществӑн тавӑҫне иртнӗ уйӑхра пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн предприятире панкрут умӗнхи сӑнав процедурине кӗртме йышӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш Ене итальянсем килнӗ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗсемпе кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртнӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Тӗлпулура Михаил Игнатьев тата UNICUSANO компанисен ушкӑнӗн ертӳҫи Стефано Бандекки Чӑваш Енре теплица комплексӗсене хута ярасси пирки калаҫнӑ. Ҫавӑн пекех вӑрӑсен банкӗ тӑвасшӑн. Ку Чӑваш Ене Итали ҫыннисен опытне шута илсе ӳсен-тӑран селекци центрне тума май парӗ. Тӗлпулура икӗ ен Сӗнтӗрвӑрри районӗнче теплица комплексӗсем тӑвассипе ҫыхӑннӑ проекта алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри хуҫалӑхсенче пӗр талӑкра мӗн чухлӗ сӗт суса илнине шутланӑ. Официаллӑ даннӑйсене ӗненес тӗк, республикӑра пӗр талӑкра 393,6 тонна сӗт туса илеҫҫӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, ку 4,8 процент нумайрах. Анчах сӗт тӑварлӑхе чакнӑ. Пирӗн республикӑри хуҫалӑхсенче вӑтамран пӗр талӑкра 13 килограмм сӗт сӑваҫҫӗ. Ку пӗлтӗрхинчен 2,3 процент нумайрах. Лайӑх сӑвӑм тӑвакансем те пур. Комсомольски районӗнчи «Асанкасси» ЯХПК, Элӗк районӗнчи «Новый путь» ЯХПК, Шупашкар районӗнчи «Ольдеевская» агрофирма, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Смак-Агро» тулли мар яваплӑ общество пӗр ӗнерен 20 килограмм ытла сӗт суса илеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() «Чӑваш бройлерӗн» шӑпи уҫӑмлӑ мар Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнчи республикипе паллӑ «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) чӑх-чӗп хапрӑкне панкурта кӑларасшӑнах. Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ «Корма и концентраты» тулли мар яваплӑ обществӑн тавӑҫне пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн предприятире панкрут умӗнхи сӑнав процедурине кӗртме йышӑннӑ. Асӑннӑ хапрӑка панкрута кӑларма ыйтса Перекет банкӗ, «Красная поляна» суту-илӳ ҫурчӗ, «Русские корма» общество ҫырнӑ. Ҫак уйӑх вӗҫлениччен вӗсен тавӑҫӗсене те пӑхса тухмалла. Маларах «Ваша марка» общество тавӑҫне пӑхса тухнӑччӗ, анчах ун чух унӑн тавӑҫне тивӗҫтерменччӗ. Темиҫе кун каялла, ҫак уйӑхра, цехсене чӗпсем янӑ. Предприятин ӗҫ тӑвакан директорӗ Сергей Шпарев Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче раштав вӗҫӗнче иртнӗ канашлура инкубацие 206,6 пин штук ҫӑмарта лартнине пӗлтернӗччӗ. Бройлерсене ӳстермелли 16 цех валли тата 4484,8 пин штук ҫӑмарта туянма палӑртнӑччӗ. Ҫӑмарта тумалли чӑхсене ӳстерме чӗп ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче илсе килесшӗнччӗ. Чӑх ашне пуш уйӑхӗнче сутма тытӑнасшӑнччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ирина Клементьева (варринчи) савута ҫӑмӑллӑх кӳме чӗнсе каланӑ Шупашкарти сӗт-ҫу савучӗ ҫӗр налукне тӳлесшӗн мар. Предприяти пуҫлӑхӗ Алексей Гирюк Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн ӗнерхи президиумӗнче (лару нарӑсӑн 2-мӗшӗнче иртмелле) пӗлтернӗ тӑрӑх, савута ӗҫлеттерсе янӑ вӑхӑтра, пурӗ 5 ҫул хушши, ку ҫӑмӑллӑхпа усӑ курасшӑн. Производствӑна ҫӗнетме 400 миллион тенкӗ ытла кирлӗ пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Мӗнпур ӗҫе пурнӑҫласан, Алексей Гирюк хулари депутатсене ӗнентернӗ тӑрӑх, савута кӑҫалах хута яма май килӗ. Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Ирина Клементьева сӗт-ҫу савутне ӗҫлеттерсе яни хулара ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме пулӑшнине палӑртнӑ. Производство пулсан тӗрлӗ шайри хысна налукпа пуянланӗ. Депутатсене Ирина Клементьева предприятие налук ҫӑмӑллӑхӗ пама чӗнсе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Раҫҫейре килти выльӑх-чӗрлӗхӗн пӗрлехи идентификаци тытӑмне хута ярасшӑн. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Мӗнле япала ку? Килти тата ял хуҫалӑхӗнчи чӗрчунсене 15 хисеплӗ идентификаци номерӗ парӗҫ, вӗсене чиппа, татуировкӑпа паллӑ тӑвӗҫ. Федераци патшалӑх информаци тытӑмӗнче выльӑх-чӗрлӗх пирки пӗтӗм информаци упранӗ: тӗсӗ, ама е аҫа пулни, ӑрачӗ, хӑҫан тата ӑҫта ҫурални пирки. Ку килти выльӑх-чӗрлӗхе те, кайӑк-кӗшӗке те пырса тивӗ. Лашасене, пӑлансене, тӗвесене, йытӑсене, кушаксене, кроликсене, вӗлле хурчӗсене те номер парӗҫ. Паллах, вӗлле хурчӗсене кашнине номерлемӗҫ, пӗрре ҫеҫ парӗҫ. Ку улшӑнӑва 2018 ҫулта вӑя кӗртесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Калмӑк Республикинчен Чӑваш Ене килме тухнӑ лашасене «Сызрань-Волгоград» федераци трасси ҫинче «Красноармейски» тӗрӗслев пунктӗнче тытса чарнӑ. Автомобиле Сарӑту облаҫӗнчи ҫул-йӗр инспекторӗсем тӗрӗсленӗ. Унта ҫичӗ лаша асӑрханӑ. Вӗсене Чӑваш Енре сутас шутпа ҫула илсе тухнӑ иккен. Росссельхознадзорӑн Сарӑту облаҫӗнчи инспекторӗсем лашасене ятарлӑ хутсемсӗр илсе кайнине палӑртнӑ. Тупса палӑртнӑ кӑлтӑкшӑн лаша хуҫине РФ Административлӑ йӗрке пӑснисем ҫинчен калакан кодексӑн 10.8 статйин 2-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ. Инҫе ҫула тухнӑ калмӑк урхамахӗсене тӑван тӑрӑхне каялла янӑ. Лашасем Чӑваш Енри хӑш хуҫалӑха килессине Россельхознадзорӑн Сарӑту облаҫӗнчи управленийӗн сайтӗнче палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |